Ял пирки ҫырнӑ чухне сирӗн ҫакӑн пек йӗркене тытса пымалла:
Пӗтӗмӗшле
Чи малтан ял хӑш района кӗнине палӑртмалла. Кайран — хӑш ял тӑрӑхне кӗнине кӑтартмалла. Ун хыҫҫӑн район тӗпӗнчен миҫе ҫухрӑмра вырнаҫнине (кирлӗ пулсан — ял тӑрӑхӗн тӗпне миҫе ҫухрӑм пулнине). Унтан ҫӗнӗ йӗркерен ялти урамсене палӑртса тухмалла.
Статья пайӗсен йӗрки
-  Ҫутҫанталӑк (кунта тавралӑха сӑнаса кӑтартмалла)
-  Ял сӑнӗсем (сӑнӳкерчӗксен пуххи)
-  Юнашар ялсем (кунта юнашар вырнаҫнӑ ялсене кӑтартмалла; ял урӑх района кӗрет пулсан — район ятне палӑртмалла)
-  Ял кун-ҫулӗ
-  Халӑх йышӗ
-  Паллӑ ҫыннисем
-  Хуҫалӑх
-  Ҫул-йӗр
-  Культура
-  Палӑксем (кунта ялта тӗл пулакан е ун ҫывӑхӗнчи палӑксене кӑтартмалла)
-  Каҫӑсем (ял тӑрӑхӗн сайчӗ ҫине тата пӗр-пӗр картта ҫине каҫма лартма ан манӑр)
-  Ҫавӑн пекех пӑхӑр (кунта ялпа ҫšхӑннӑ ытти статьясене кӑтартмалла)
-  Вуламалли
 
     
 Статья каҫми
 Статья каҫми :: 
Пичет версиӗ 
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-20 11:32:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3855 хут пӑхнӑ.